Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе чӑвашла саламлани сахал тесе Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкар хула администрацине ҫыру янӑ. Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ М.Л. Семёнов «Ирӗклӗхе» хуравланинче ҫынсен шухӑшне тӗпе хурса чӑвашла май килнӗ ытларах саламлама тӑрӑшнине пӗлтернӗ. Малашне ҫак енӗпе тата та ҫине тӑрас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Чӑвашла саламланине ҫирӗплетме сӑнӳкерчӗксем те ярса панӑ.
Ҫыру вӗҫенче тӳре-шара салам открыткисен тексчӗсене чӑвашла тӳлевсӗр куҫарса пулӑшма ыйтнӑ.
Хула администрацийӗн хуравне тишкернӗ май «Ирӗклӗх» хаваспах пулӑшма килӗшнине палӑртса: «Пулӑшма вара эпир яланах хатӗр», — тесе калать.
Ҫӗпӗрти Болотное хулинче пурӑнакан, пиллӗкмӗш класра вӗренекен Мария Котова Раҫҫей Президенчӗнчен Ҫӗнӗ ҫул парнине тивӗҫнӗ. Ӑна Владимир Путин велосипед тата хӗрпӗрчи ӗмӗтленнӗ ытти япалапа савӑнтарнӑ.
Хӗрача Пӗтӗм Раҫҫейри интеллектуалсен олимпиадинче муниципалитет шайӗнче «Вырӑс чӗлхи» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫамрӑк сӑмах ӑсти РФ Президенчӗ патне ҫыру шӑрҫалама шут тытнӑ. Унӑн ӗмӗтне, велосипеда, Новосибирск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Городецкий тыттарнӑ.
РФ Президенчӗ ачасен Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи ӗмӗтне унччен те пурнӑҫланӑ. Казахстанран Хакасине куҫса килнӗ, тара илнӗ хваттерте пурӑнакан ҫемьере ӳсекен 12 ҫулти хӗрача кӑвак куҫлӑ хаски ӑратлӑ йытӑ ҫури пирки ӗмӗтленнине, анчах хаклӑскере ашшӗ-амӑшӗ туянса парайманнине пӗлтернӗ. Кӗҫех ӑна В. Путин йытӑ ҫури парнеленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта кӗҫех Хӗл мучин пӳрчӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Хальлӗхе ӑна хута яраҫҫӗ кӑна-ха. Ҫурта йывӑҫран тӑваҫҫӗ.
Хӗл мучи ҫуртне тӑвас шухӑш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Олег Бирюковӑн пуҫӗнче ҫуралнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 70 пин тенкӗлӗх строй материал туяннӑ.
Хӗл мучи ҫурчӗшӗн хула ҫыннисем савӑнаҫҫӗ. Ара, унта ҫитсе вӑхӑта савӑнӑҫлӑ ирттерме пулать-ҫке-ха. Шур сухал ҫуртне раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Халӗ ҫывӑхӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ.
Хӗл мучи ҫурчӗ пысӑках мар пулӗ.
Шупашкар районӗнче «Ҫӑлтӑр» халӑх дружини ӗҫлет. Ӑна Шалти ӗҫсен ветеранӗ, СОБР ӗҫченӗ пулнӑ Василий Хорасев ертсе пырать.
В. Хорасев дружининче 10 ҫын шутланса тӑрать. Шутланса кӑна тӑмаҫҫӗ-ха. Шутланса кӑна тӑраканнисене 8 ҫынна ӗҫе вӑхӑтра тухманшӑн дружинӑран кӑларса янӑ.
Дружина пайташӗсене ҫул-йӗр инспекторӗсем, полицин участокри уполномоченнӑйӗсем, патрульпе пост служби ҫумне ҫирӗплетнӗ.
Дружинниксем графикпа урама дежурствӑна тухаҫҫӗ, рейдсемпе ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ вӑхӑтӗнче те вӗсем ӗҫлӗҫ.
Дружинника ахаль-махаль ҫынна йышӑнмаҫҫӗ-мӗн. Судпа айӑпланнисен, административлӑ майпа явап тытнисен ун пирки ӗмӗтленме те кирлӗ мар.
Полицие пулӑшакансене укҫан хавхалантарма район хыснинче кӑҫал 107 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта 5-мӗш класра ӑс пухакан Валерия Федоровӑна Кремльте иртекен Елкӑна чӗннӗ. 11 ҫулти хӗрача унта раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче кайӗ.
Ачасем хӑйсене Президент елкинче юмахри пекех туйӗҫ, киле парнесемпе таврӑнӗҫ. Уява ҫулталӑк тӑршшӗпе хӑйсене лайӑх енчен кӑтартнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, вӗренӳре ҫитӗнӳсем тунӑ шӑпӑрлансене чӗнеҫҫӗ. Валерия та ку енӗпе палӑрса унта кайма тивӗҫ пулнӑ.
Валерия ирӗклӗ кӗрешӳпе темиҫе ҫул ӗнтӗ туслӑ. Вӑл тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнать, малти вырӑнсене йышӑнать. Валерия ташлама тата юрлама юратать. Вӑл ача пахчинче воспитатель пулма ӗмӗтленет.
Станьял ялӗнче Хӗл Мучин резиденцине туса лартнӑ. Чӑвашла каласан, пӳртне темелле пуль-ха. Икӗ хутлӑскере районти культура ӗҫченӗсем капӑрлатнӑ.
«Чӑваш Енре кан» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче унта «Шупашкар районӗнчи этнохӗл» уяв иртмелле. Шупашкар районӗнчи клубсен централизациленӗ тытӑмӗнче программа кӑсӑк пулассине пӗлтереҫҫӗ. Такам кӑмӑлне те ҫӗклеме пултаракан аниматорсем хаваслантарӗҫ. Ҫунашкапа ярӑнма май килӗ. Наци кухнин апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлӗҫ.
Станьялти Хӗл Мучи ҫуртне чӑвашла капӑрлатнӑ. Унти Хӗл Мучипе Юрпике те чӑвашла тумланнӑ. Вӗсемпе, сӑмах май, чӑваш телевиденийӗ те кӑсӑкланнӑ. Нумаях пулмасть тележурналистсем сюжет ӳкерсе кайнӑ.
Сӑнсем (20)
Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑра чылай конкурспа акци йӗркелеме палӑртнӑ. Акӑ халӗ пурне те арт-конкурса хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Унта урапана е чӑрӑша чи ӑста илемлетекенсене палӑртӗҫ.
«Ҫӗнӗ ҫул караванӗ» конкурс раштавӑн 26-мӗшӗнче иртӗ. Илемлетнӗ урапасене колонни Наци вулавӑшӗ патӗнчен тапранса кайӗ те Воробьев композиторсен урамне, Мускав проспектне, К.Иванов, Ярославль урамӗсене ҫитӗ, Хӗрлӗ тӳремре чарӑнӗ. Конкурса хутшӑнакансен ураписене хитрелетмелле.
Конкурсҫӑсене 11 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 250 литр бензин парса чыслӗҫ. Иккӗмӗш вырӑншӑн — 150 литр, виҫҫӗмӗш вырӑншӑн 100 литр парӗҫ. Заявкӑсене раштавӑн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Ҫавӑн пекех Шупашкарта чи илемлӗ чӑрӑша суйлӗҫ. «АРТ-Елка» конкурса ӗҫсене раштавӑн 19-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ӗҫсене ҫак адреспа килсе памалла: Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33\9-мӗш ҫурт. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 27-мӗшӗнче 14 сехетре чыслӗҫ.
Чӑваш халӑх сайчӗ черетлӗ открытка кӑларчӗ, хальхинче ӑна эпир ҫитсе пыракан Ҫӗнӗ Ҫул уявне халалларӑмӑр.
Малтанхи открыткӑсен виҫи А6 форматлӑ пулсан кӑна эпир тӗнче стандарчӗпе — 11х22 см виҫепе — кӑлартӑмӑр. Шалта Ҫӗнӗ ҫулта саламламалли сӑвӑ йӗркисем те пур. Унӑн авторӗ — Владимир Андреев, сӑвӑ сӑмахӗсене Геннадий Дегтярёв редакцилесе парса.
Открыткӑна «СУМ» лавккара туянма пулать. Унан хакӗ — 30 тенкӗ. Ыттисем пекех кун открыткӑна йӑлт чӑвашла хатӗрленӗ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫал открыткӑсем сахал мар кӑларчӗ. Чи малтанхине эпир Тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе халӑх патне ҫитертӗмӗр. Ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ, Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе те пичетленӗччӗ. Унсӑр пуҫне уйрӑммӑн «Саламлатпӑр!» ятли те кун ҫути курнӑччӗ.
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫлани пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, республикӑн тӗп хулинчи Республика лапамӗнче 25 метр ҫӳллӗш пулать. Ҫӗнӗ чӑрӑша чӑваш орнаменчӗпе капӑрлатасшӑн тесе хула тӳре-шари пӗлтернӗччӗ. Хӗрлӗ лапамра вара тухья евӗр конструкцисем вырӑн тупассине те эпир асӑннӑччӗ.
Халӗ Шупашкарти тӗп чӑрӑша вырнаҫтарса пӗтернӗ. 25 метр ҫӳллӗ елка ҫинче тӑван халӑхӑмӑрӑн элеменчӗсем те вырӑн тупнӑ. Вӗсем — 60 сантиметртан пуҫласа 140 сантиметр таран диаметрлӑ ҫуталакан ҫӑлтарсем, 60 штук вырнаҫтарнӑ. Вӗсем хӗвеле, килӗшӳпе ҫураҫӑва палӑртаҫҫӗ.
Чӑрӑша раштавӑн 19-мӗшӗнче ҫутатма тытӑнӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ елкӑна ҫутиччен савӑнӑҫлӑ лару-тӑрӑвах йӗркелеме палӑртать.
Шупашкарта Ҫӗнӗ 2016 ҫулхи символӗн конкурсне ирттереҫҫӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать.
«Ҫулталӑк палли» конкурс раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗчен пырӗ. Ҫавӑнпа ӗҫсене унччен илсе ҫитермелле. Йӗркелӳ комитечӗ Шупашкарти Э.М.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ӳнер шкулӗнче вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа ӗҫсене унта кӗтеҫҫӗ.
Конкурса уйрӑм ҫын е ушкӑн ӑсталанӑ япаласене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене тӑмран, пластилинран, тӑварлӑ чустаран, ҫипрен, пусмаран, хутран, вӗтӗ шӑрҫаран, йывӑҫран тата ытти материалтан хатӗрлеме пулать. Ӗҫсен ҫӳллӗшӗ 10–50 сантиметр пулмалла. Унта ят-шыва, ӳсӗме, ӗҫ ятне тата ӗҫ йӗркине кӑтартнӑ хут ҫыпӑҫтармалла.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене тӗрлӗ ӳсӗмре палӑртӗҫ. Вӗсене раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хальхи пултарулӑхӑн «Ҫеҫпӗл» академийӗнче чыслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |